Чувашская Газета Сувар
СтатистикаОфициальный телеграм-канал газеты «Сувар» Наш сайт: http://suvargazeta.ru МАХ: https://max.ru/join/ZAKkaoWYO5YqnZtJE-VAl3v-9ds_VPPiAQmV5P3km-0 ТикТок: www.tiktok.com/@suvargazeta ВКонтакте: https://vk.com/suvargazeta
- Последний пост
- 16:00
- Последнее чтение
- 14 авг.
- Постов за неделю
- 67
- Всего постов
- 189
- Тип
- открытый
- Язык
- русский
- Категория
- В каталоге с
- 12 авг.
- 1/24сутки в ленте
- 23
- 1/48двое суток
- 26
- 1/72трое суток
- 28
Оценка по просмотрам недавних постов: пост набирает почти всё за первые сутки.
Посты
Çырчалли тухтăрӗсем хура çӗлен сăхнă 12-ри хӗрачана çăлса хăварнă, тесе пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерстви. Ку ăнсăрт Агрыз районӗнче пулса иртнӗ. Хӗрача амăшне çурт çумӗнчи чечексене çум-курăкран тасатма пулăшнă. Сасартăк вăл алли пиçнӗ чухнехи пек ыратса кайнине туйнă, ăна çӗлен сăхса илнӗ. Хӗрачан пиччӗшӗ çӗлене телефон çине ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ (каярах тухтăрсене ку питӗ пулăшнă). Çӗленӗн наркăмăшлă шăлӗ ал лаппине суранлатнă, тепӗр шăлӗ перчетке çине тăрăннă. Хӗрачан алли чавса таран шыçса кайнă. Тӳрех больницăна илсе çитерни хӗрачан пурнăçне çăлса хăварнă.
без подписи
Котелов çуртӗнче реставраци ӗçӗсем пуçланаççӗ Хусанти Киров районне те юсав ӗçӗсем çитрӗç. Хулан тӗп урамӗсенчи историлле архитектура палăкӗсене тахçанах юсаса малтанхи илемне тавăрнă, çак района вара реставраторсен алли чылай вăхăт çитейменччӗ. Ку тăрăх ӗлӗкрен промышленность объекчӗсемпе палăрса тăнă. Патшалăхăн тар завочӗпе Йӗтӗн комбиначӗ хăйсемех мӗн пысăкăш лаптăк йышăннă та! Тӗплӗнрех
Ку эрнере Хусанта «Новая волна» конкурс пуçланать «Новая волна» конкурс Хусанти туристсен юхăмне ӳстерме тата ăна федераци шайӗнче сарма пулăшать. Çакăн пирки паян Хусан хулин мэрӗ Ильсур Метшин «Ӗçлӗ тунтикунра» каланă. Ильсур Раисович сăмахӗсемпе, масштаблă культура мероприятийӗсем хула экономикине пысăк витӗм кӳреççӗ. Пӗлтӗр Хусан 5 миллиона яхăн туриста йышăннă. Хула пуçлăхӗн шучӗпе «Новая волнана» ирттерни çамрăксене музыкăпа туслашма хавхалантарать, хăйсен пултарулăхне уçма пулăшать. Кăçал çак конкурсăн финалне пуçласа Тутарстан юрăçи Игнат Изотов тухнă. Ильсур Метшин каланă тăрăх, хăйӗн пултарулăх çулне вăл Кощаково ялӗнче пуçланă, ача-пăча тата çамрăксен фестивалӗсене хутшăннă. Ильсур Раисович Игорь Крутой командине конкурса ирттерме Хусана шаннăшăн тав тунă. Тӗплӗнрех
без подписи
Маттур та пултаруллă Мария Николаевна Çак пăрчăкан пек хӗрарăма никам та паспорт ӗнентерекен çулсене памасть. Вăр-варлăхне, шалтан тапса тăракан хӗрарăмлăхне кура çулӗсенчен самай çамрăкрах курăнать. Çи-пуçӗпе те вăл саманаран юлса пымасть, никам та ял мăнакки тесе калаймӗ. Пӗвӗпе çӳллех мар хӗр евӗр çинçешке хӗрарăма районӗпех аван пӗлеççӗ. Культура сферине илес пулсан – республикипех. Тӗплӗнрех
без подписи
без подписи
без подписи
«ЮР ЧĂМАККИ» салат рецепчӗ пирӗн карточкасенче👍🏻 В наших карточках - рецепт салата.
без подписи
без подписи
Комбат халь хуçине Аксура кӗтет Фронтра çуралнă, Аксу районӗн ачисем ят панă Комбат ятлă йытă çурин историне «Сувар» вулакансем питӗ аван пӗлеççӗ ӗнтӗ. Балу позывнойлă салтак ачасем валли конкурс йӗркелесе ирттерни пирки пуçласа пире Аксу районӗнӗнчи Саврăшпуç ялӗнчи волонтерсен ушкăнӗн ертӳçи Татьяна Максимова çырса пӗлтернӗччӗ. Унтан пирӗн журналист Ирина Кузьмина Балупа хăйӗнпе çыхăнчӗ, паттăр хӳтӗлевçӗ хăй çинчен те, пӗчӗк çăмламас тусӗ пирки те тӗплӗн каласа пачӗ. Тӗплӗнрех
без подписи
Василий Кервен вырăсларан куçарнă сăвăсем чăвашла та оригиналти пекех янăраççӗ 2024 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнӗ сăввисен пуххи — «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамӗ çав самантăн...» — кун çути курнăччӗ. Аслă вырăс поэчӗн хайлавӗсене Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, М.Д.Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ Василий Кервен чăвашла куçарнăччӗ. Асăннă кăларăма вулакансем хапăлласа йышăнчӗç, тираж хăвăрт саланса пӗтрӗ. Куçаруçă вара Раççей Писательсен союзӗн Пушкин Ылтăн медальне тивӗçрӗ. Тӗплӗнрех
без подписи
без подписи
Хӑвӑрт запеканка рецепчӗ🔥 В наших карточках рецепт творожной запеканки👍🏻
“Суварӑн” ҫӗнӗ номерӗ тухрӗ! Хаҫат тӗп редакторӗ, Ирина Трифонова, хаҫатри хыпарсем пирки каласа парать👍🏻
без подписи