- Последний пост
- 11:00
- Последнее чтение
- 17:55
- Постов за неделю
- 21
- Всего постов
- 41
- Тип
- открытый
- Язык
- русский
- В каталоге с
- 13 авг.
- 1/24сутки в ленте
- 215
- 1/48двое суток
- 246
- 1/72трое суток
- 265
Оценка по просмотрам недавних постов: пост набирает почти всё за первые сутки.
Посты
Чи юратнӑ юрӑ.🪗😍🙏🏻
Ку юрра урӑх юрламастӑп.🙏🏻
Пирӗн Женя ял-халӑхне концерт туса пама шут тытнӑ.Ҫанталӑкӗ ӑмӑр пулсан та тӗллеве пурнӑҫлатпӑр тет.Эп ҫак куна "Юлташ килчӗ вӑрҫӑран" юрра паян юлашки хут юрланипе асра хӑварӑп.Чи хавхалантаракан,шанӑҫ кӳрекен юррӑм-чи чуна ыраттаракан хайлав пулса тӑчӗ.🙏🏻
видео или голосовое, без подписи
видео или голосовое, без подписи
Унта-кунта.. Унта инкек,хуйхӑ,асап. -Кунта хӗвел,телей,шӑплӑх. Унта пуҫа йӑтма хӑрап, -Кунта ҫӑтмах,чӑн-чӑн ырлӑх. Унта шӑрӑх мӗнне пӑхмаҫ, Атьсем кӗреҫҫӗ штурма. Кунта ҫынсем пляжа утаҫ Шыв хӗрринче канса выртма.. Унта вилӗм,тусан,шӑршӑ. Кашни куна-юлашки пек. Кунта юрӑ-кӗвӗ,ташӑ, Чипер хӗрсем бикинипе. Икӗ-тӗнче,расна пурнӑҫ Манӑн тӑван ҫӗршывӑмра. Унта-тамӑк,кунта-канӑҫ Фронтран 100-200 ҫухрӑмра. 15.08.2026 Шупашкар Типшӗм Сашук
25.09.2024 Юбилейный концерт. Типшӗм Сашук-Юлташ килчӗ вӑрҫӑран.
видео или голосовое, без подписи
Покойся с миром Брат 🙏
видео или голосовое, без подписи
видео или голосовое, без подписи
Эп халь пӗлмес, тӗрӗссипе, Кун-ҫул еплерех пулӗ ман. Атте-анне вилнӗренпе Чунра кун пек йывӑр пулман. Ӑшра пуш-пушӑ та салху Тата вӗҫсӗр-хӗрсӗр тунсӑх. Хӗвел те хӗртсе пӑхас ҫук Тейӗн ҫӳлтен пире урӑх. Ҫут сӑнупа,йӑл куллупа Вӑй-хал кӳреттӗн пурӑнма. Тӗнче илемлӗччӗ санпа, Ҫӑмӑлччӗ пӗр ҫулпа утма. Чӑн,Ҫӗнтерӳ палличчӗ - Эс, Халь юлтӑм хуҫӑк кӑмӑлпа. Пӳтсӗр вӑрҫӑ пӗтерчӗ веҫ... Ӳлӗм чун уҫӑпӑр кампа? Кӗҫӗн хӗрӗм ҫупӑрласа Илетчӗ юлташа курсан. "К&Б"ра "Берн" туянса Лараттӑмӑр сӑмах ҫапса. Умра кӗрхи кунсем кӗтеҫ, Усал шухӑш ямас ӑша. Ах,пӗртте ӗненес килмест, Тек кураймастӑп Алюша.🙏 13.08.2026 Шупашкар Типшӗм Сашук
Надо любить жизнь больше, чем смысл жизни ❤️
Ман юлташӑм Алюш ҫак тӗнчере урӑх ҫук. Июлӗн 25-мӗшӗнче йывӑр аманнӑ та,6-мӗш августра госпительте вилнӗ.Тепӗр эрнере пытарма каймалла.Чунра пуш-пушӑ.Пин сӑмах вырӑнне аманиччен 2 кун маларах янӑ унӑн юлашки видео-ҫырӑвӗ.🙏
🙏🤍🕊️
Ты проснулся?! Это -раз! Огонь жизни не погас! За окошком есть трава? Значит зрячий! Это -два! Вспомнил беды ты свои? Нет склероза! Это - три! Денег нет? Одни долги? Не утащат их враги! Насморк сильный? Вот вопрос! Слава Богу! Есть и нос! Еды скудно? Мало есть? Похудеешь! Это- шесть! Сердце колет и болит Значит есть! Ещё стучит! Дети довели твои? Есть они! Благодари! Болят ноги и рука? Слава Богу- есть пока! Оскорбляют? Тяжко слушать? Слава Богу- есть и уши! Жизни путь невыносим? Знай! Ты Господом любим!
видео или голосовое, без подписи
видео или голосовое, без подписи
видео или голосовое, без подписи
Тепӗр ҫу та вӗҫленет. Ах,иртет ӗмӗр,иртет. Хӑть ларса йӗр йошкӑрман Эп ҫаплах тинӗс курман. Ҫта шӑван вӑхӑт?Васкан! Мӗн калас кунтан кайсан? -Пурнӑҫӑм кичем пулман, Тинӗс ҫеҫ кайса курман. Кам йӑнӑшнӑ,савӑнман, Е вӗҫӗмсӗр йӗрмӗшет, -Кам тинӗс кайса курман, Ҫӑтмаха кӗтмеҫҫӗ,-тет. Кун-ҫулӑм вӗҫсӗр шырав. Ӳпкев ҫук,ҫырмас ҫӑхав. Савӑнма ҫукрав сӑлтав, Ҫӗн инкек тупӑнчӗ ав. Ӳсӗрсен тӗнче тикӗс, Чӗркуҫҫи таран тинӗс. Ман пур хуйӑха пухсан Чисти целӑй океан. Тар тӑкатпӑр ӗмрипе, Вӗрентмен ларса канма. Хӑть кӑльт ҫеҫ,куҫ хӗррипе Ҫук-шим май тинӗс курма?! 11.08.2026 Шупашкар Типшӗм Сашук